Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бизнеса – анлă çул

Бизнеса – анлă çул

Пĕчĕк предпринимательлĕхе аталанма пулăшас тĕллевпе РФ Ял хуçалăх министерстви 2021 çултан пуçласа «Агропрогресс» грантпа – 30 миллион тенкĕпе усă курма май туса парать.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, ăна икĕ çултан кая мар ял условийĕсенче продукци туса илекенсене çĕнĕ производство йĕркелеме е объектсем хăпартма, оборудованипе техника, ăратлă выльăхпа кайăк-кĕшĕк, пулă ĕрчетме, продукци упрамалли, ăна тирпейлемелли çурт-йĕр туянма параççĕ. Инвестици кредичĕпе пурнăçланакан проект хакĕн 25 проценчĕ таран унпа саплаштарма пулать.

Республикăра ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсем 2016 çултанпа патшалăх грантне тивĕçеççĕ. Çак вăхăтчен ăна 14 кооператива панă, вĕсем 150 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. 2020 çулта хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе янă 21 фермер, çемьен 11 ферми, ял хуçалăх потребителĕсен 4 кооперативĕ, «Агростартап» проекта пурнăçлакан 12 фермер патшалăх грантне илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code