Тĕрлĕ сферăра тăрăшулăхпа тата пултарулăхпа палăракан округри çамрăксем çулсеренех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ. Стипенди яшсемпе хĕрсене хавхаланса вĕренме тата ĕçлеме, тĕрлĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшать.
— Кăçал стипендиатсен йышне Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ илекен 17 вĕренекен кĕме пултарчĕ. Шкул ачисем тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, пĕринчен тепри харсăр: вĕренỹре, спортра малта, вĕсемех олимпиадăсен, тĕрлĕ конкурссен çĕнтерỹçисем, — палăртать Елчĕк шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Кузьмина.
Сăн ỹкерчĕкре стипендиатсен пĕр ушкăнĕ: малти ретре сулахайран сылтăмалла — Тимофей Антонов, Александр Кузьмин, Кристина Павлова, Мария Николаева, Светлана Трофимова; хыçалти ретре — Юлия Агеева, Анастасия Константинова, Эвелина Чернова, Александр Плотников, Дарья Петрова, Павел Чернов.
Е.ПЕТРОВА.

