«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» сахал яваплă обществăн компанийĕн президенчĕ, РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, РФ спорт мастерĕ Юрий Попов пуçласа йĕркелемест хăйĕн ячĕпе хоккеистсен ăмăртăвне.
Тăван ялĕнче, Лаш Таяпара, иртнĕ регионсем хушшинчи черетлĕ турнира 6 команда хутшăннă. Вĕсене тата йышлă куракана ăмăрту йĕркелỹçисĕр пуçне округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ Александр Тихонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов тата ытти депутатсем саламланă.
Каçчен тăсăлнă кăсăклă та çивĕч тĕл пулусенче чи нумай очко пухса округăн «Яльчики» пĕрлештернĕ команди ылтăн медале çĕнсе илнĕ. Площадка хуçисемпе тĕп хулари «Динамо» хоккей клубĕ — призерсем. «Госсовет», «Тус» (Шупашкар), «Арктика» (Пăва) командăсен вăйăçисем те хăйсене чăн-чăн профессионал шайĕнче кăтартнă.
Кашни команда, уйрăммăн палăрнă спортсменсем Юрий Поповăн хаклă парнисене тивĕçнĕ.

