Канмалли кунсенче ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисен членĕсем, пурĕ 48-ăн, çветтуй вырăнсене çитсе килнĕ, чунпа тасалнă. Çул çỹреве йĕркеленĕшĕн вĕсем ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Юрий Попова, округ пуçлăхне Леонард Левыя, регионти «Тăнăçлăха — пĕр утăм» проект координаторне Дмитрий Осипова тата округри СВОна хутшăнакансен çемйисен ыйтăвĕпе ĕçлекен штаб ертỹçине Алевтина Ивановăна тав тăваççĕ.


