Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ пулăшу

Черетлĕ пулăшу

Виçĕмкун Елчĕк округĕнчен ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнсене черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ тухса кайнă.

Курупкасемпе михĕсене салтаксене куллен кирлĕ япаласене тирпейлесе вырнаçтарнă: маскировка тетелĕсем, окоп çуртисем, апат-çимĕç, тумтир, эмелсем, гигиена тĕлĕшĕнчи хатĕрсем, строительство материалĕсем…

Гуманитари грузне пухас ĕçе яланхиллех округри организацисемпе предприятисен коллективĕсем, волонтерсем, çын нушине чун-чĕрисемпе туйса пурăнакан уйрăм çынсем хастар хутшăннă.

Груза палăртнă вырăнсене илсе çитерекен волонтерсен ушкăнĕн йышĕнче: округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, «Единая Россия» парти членĕ Дмитрий Судаков, Олег Андреев иерей, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Шадриков юрăç.

СВОна гуманитари пулăшăвне çитерме пирĕн округри волонтерсемпе пĕрле çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, «Единая Россия» парти членĕ Сергей Клементьев та хутшăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code