Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чир сарăласран сыхланар

Чир сарăласран сыхланар

Коронавирус хăйĕн пирки манма памасть — татах аса илтерме пуçланă. Чирлисен йышĕ пысăклансах пырать.

— Оперштабăн ларăвне пĕр вăхăт ирттерменччĕ. Мĕншĕн тесен Чăваш Енре коронавируспа çыхăннă лару-тăру ку таранччен йĕркеллĕ тăчĕ. Ачасем шкула çỹреме тытăнсан инфекци чирĕсем сарăлма пуçлаççĕ. Çавăнпа та тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллах. Хальхи вăхăтра медицина учрежденийĕсенчи ĕçченсем пурте маскăсемпе çỹреççĕ. Социаллă сферăпа çыхăннă учрежденисенче маска режимне кĕртмелле, — çапла пуçланă сăмахне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев оперативлă штабра.

Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, республикăра лару-тăру кунран-кун япăхланса пырать. Августăн 29-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пандеми пуçланнăранпа 87959 çынна коронавирус инфекцийĕ ернине шута илнĕ. Амбулатори мелĕпе сипленекенсен йышĕ те ỹснĕ.

Владимир Геннадьевич пурне те прививка тума чĕнсе каланă. Федерацин потребительсен ирĕкне хỹтĕлекен надзор службин управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, республикăра ковидран кăна мар, грипран та прививка тума пуçланă.

— Грипп чирĕ ересрен сентябрь, октябрь уйăхĕсенче укол тутарни уйрăмах вырăнлă. Ковидпа чирлесе ирттернисен ревакцинаци тутармаллах. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче (вĕсем хăрушлăх кăларса тăратакан ушкăнсен шутне кĕреççĕ) дезинфекци мерисене çирĕп пăхăнмалла, ковидпа çыхăннă мероприятисем ирттермелле. Эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе, халăх йышлă çỹрекен вырăнсенче, транспортра пурне те маска тăхăнма сĕнетпĕр, — чĕнсе каланă Надежда Александровна.

— Чиртен упранас тĕллевпе вакцинациленни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çавна май прививка тутармалла. Çынсем прививкăна тĕп больницăна çитсе те, ялсенчи мобильлĕ пунктсенче те тума пултараççĕ, — пĕлтерет Елчĕкри тĕп больницăн тĕп врачăн çумĕ Галина Уфукова. — Профилактика мерисене пăхăнмаллине манмалла мар, обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмалла, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла, тимлĕ пулмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code