Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Программăсем ĕçлеççĕ

Программăсем ĕçлеççĕ

«Единая Россия» парти халăхăн сывлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрса тивĕçлĕ условисем туса парас тесе тимлет. Çавна май çĕнĕ программăсене ĕçе кĕртет.

Ялсенчи хальхи йышши фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленсе ларнă май вĕсене çĕнĕ технологисемпе тивĕçтереççĕ. Ял çынни чирлесе ỹксен вырăнти фельдшерăн пулăшăвĕ çителĕксĕр пулсан, паян тỹрех районти, республикăри специалистсемпе калаçма, сĕнỹ-канаш ыйтма интернет йĕркеллĕ ĕçлет.

«Чăваш Ене пĕрле аталантаратпăр» программăпа килĕшỹллĕн 2025 çулччен республикăра 6 поликлиникăна, 15 врач амбулаторине, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 офисне тĕпрен юсама, 88 ФАПа çĕнетме палăртнă.

Çавăн пекех «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем пурнăçа кĕреççĕ. Чăваш Енре вĕсемпе 203 врач тата 71 фельдшер усă курнă.

Çывăх çулсенче пирĕн районта та çĕнĕ ФАПсем уçма палăртнă. Пĕри — Шуршура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code