Тутарстанри Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче чăваш культурин Уявне кăçалхипе пиллĕкмĕш хут ирттернĕ.
«Çĕнĕ Сувар» туризм комплексĕ çак вăхăтра чăвашсен юратнă вырăнне çаврăннă. Кунта ĕлĕкхи чăваш урамĕ, мăнаçлă крепость, ачасем валли зоопарк, хăна çурчĕ пур. Кăçалтан тата К.Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспийĕн» музейĕ те. Унăн композицине Шупашкарти ỹнер тĕпчевçи Илемпи Тургай хатĕрленĕ. Музейре поэмăн кашни ỹкерчĕкне халалланă 14 пай. Хайлавăн тĕп сăнарĕсене йывăçран касса хатĕрленĕ кỹлепесенче кăна мар, стенасем çинчи илемлĕ композицисенче те курма пулать.

