Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Траксен энциклопедийĕ тухрĕ

Траксен энциклопедийĕ тухрĕ

12-14 çул каялла Чăваш кĕнеке издательствинче пилĕк районăн энциклопедийĕ кун çути курчĕ. Елчĕк районĕн энциклопедийĕн пĕрремĕш кăларăмĕ 2005 çулта пичетленнĕ.

Красноармейски районĕн энциклопедийĕ вара 2018 çул вĕçленеспе тин пичетрен тухрĕ. Трак тăрăхĕнчи Вăрманкас ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1970 çулсен варринче Лаш Таяпари вăтам шкул директорĕнче, унтан чĕрĕк ĕмĕре яхăн республикăри шалти ĕçсен министерствинче ĕçленĕ отставкăри полковник Г.Киров сĕннипе çак кунсенче хаваспах 702 страницăран тăракан кĕнекепе паллашрăм.

Чи малтанах ман ума Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ, тĕнчипе паллă ăсчахăн, 1997 çулта Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ пулса тăнă Г.Волков академикăн сăн ÿкерчĕкĕ куç тĕлне лекрĕ. Портрет айне «…Инициатор и автор концепции создания Траковской чувашско-немецкой школы-гимназии в с.Красноармейское /1993/…» тесе çырнă. 244-245 страницăсенче вара каллех пирĕн мухтавлă ентеш, паллă композитор, 2005 çултанпа Раççейри Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Карлин çинчен çырнă статья тата ун сăн ÿкерчĕкĕ. Канăçсăр та пысăк тавра курăмлă манăн çывăх юлташ 1985-2000 çулсенче эрнере 3-4 хутчен Красноармейски районĕнчи малта пыракан «Большевик» колхоза кайса килетчĕ. Хуçалăхăн тĕп ялĕнче Пикшикре Николай Сергеевич малтан республикипе чапа тухнă халăх хорĕ, унтан ялти культура çуртĕнче 45 çынран тăракан юрăпа ташă ансамблĕ йĕркелерĕ. Питĕ кирлĕ те пархатарлă ĕçре ăна çак тăрăхра çуралса ÿснĕ колхоз председателĕ Ф.Семеновпа ЧР халăх поэчĕ Ю.Сементер пулăшнă. Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Федор Семеновичпа эпĕ 1969 çултах паллашнăччĕ. Вăл ун чухне Елчĕк районĕн ял хуçалăх производство управленийĕн начальникĕнче вăй хуратчĕ. Çав çулсенчех кунти управленин тĕп агрономĕнче Федор Семенов пек Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ, 1950 çулсенче Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ Ю.Осипов ĕçленĕ. 1978-1984 çулсенче вăл – Елчĕкри «Сельхозхими» уйрăмĕн управляющийĕ тата КПСС райкомĕн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ. Çав вăхăтра райĕçтăвком секретарĕнче Тÿскелĕнче 1936 çулта çуралнă З.Осипова /Захарова/ тăрăшнă. 1984 çулхи чÿк уйăхĕнче Осиповсем аслă юлташĕн Ф.Семеновăн тĕслĕхĕпе Красноармейски ялне куçса кайнă. Юрий Осипович кунта тивĕçлĕ канăва тухиччен вун пилĕк çула яхăн совхоз директорĕнче вăй хучĕ. Шел пулин те, Елчĕк район аталанăвĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă Ю.Осипов 2018 çулхи май уйăхĕн 4-мĕшĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Манăн ентешсем çавăн пекех Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ, 1960 çулсен варринчен пуçласа хăйсен пĕтĕм пурнăçне Елчĕк районне халалланă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ «Слава» колхозăн тĕп агрономĕнче чĕрĕк ĕмĕр вăй хунă, 1982 çулта пирĕн республикăра пуçласа Пĕтĕм Союзри Т.С.Мальцев ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ С.Иванова /1940-1999/ тата 1967-1972 çулсенче ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă, унтан 30 çул ытла вырăнти вăтам шкулта учительте ĕçленĕ А.Грибова-Гурьевăна яланах ырăпа аса илеççĕ. Вĕсен çамрăк юлташĕ, Шăмалак ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Долгов Красноармейски районĕнче тымар янă. 1991 çулта ЧППИ пĕтернĕ хыççăн Владимир Витальевич Шывпуçĕнчи тĕп шкулта учительте тата директорта ĕçленĕ, 2008 çултанпа вăл – Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Петĕр ЛАШТАЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code