Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юратнă уява хатĕрленеççĕ

Юратнă уява хатĕрленеççĕ

Республика кунĕ — Шупашкарта тата районсемпе ялсенче пурăнакансен чи юратнă уявĕ.

Çулленех ун программи мĕнпе те пулин çĕннипе пуянланать. Кăçалхи хăш енĕпе уйрăмах асра юлĕ-ши? Шăпах çак ыйтупа — Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярассипе — Правительство çуртĕнче йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Çапах уявра та пĕрремĕш вырăнта ĕç тăрать. Çакна çав кунсенче экономикăпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти çирĕплетет. Вĕсем пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ çумĕ — ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ. Культурăпа çыхăннă программăпа ЧР культура министрĕ Светлана Каликова паллаштарнă. Республика кунне халалланă 36 мероприятирен 8-шĕ уйрăмах пысăккисем, пĕлтерĕшлисем. Вĕсем: «Раççейĕн тĕрленĕ картти» акци, «Раççей юррисем» фестиваль-марафон, Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем», декораципе хушма искусствăн «Руç ăстисем» конкурсĕ, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ, Пĕтĕм Раççейри ача-пăча Акатуйĕ тата ыт. те.

Республика кунне кăçал Куславкка тăрăхĕнче те паллă тăваççĕ. Сумлă уява мĕнле хатĕрленни пирки Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Людков пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code