Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Марафон старт илнĕ

Марафон старт илнĕ

Мартăн 15-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче çулсерен иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕ. Акци уçăлнă ятпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.

Сăваплă мероприятин тĕп тĕллевĕ – ачалăха хÿтĕлесси тата пулăшасси. Республикăри çак ыр кăмăллăх марафонне пуçласа 1995 çулта йĕркеленĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ чăнласах та анлă.

– «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон миллионшар çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Унта кашни çын хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Укçа-тенкĕ нумай ачаллă çемьесене, йывăр çемьесенче ÿсекен ачасене тивĕçĕ, вĕсем валли кирлĕ эмелсем, тĕрлĕ вĕренÿ хатĕрĕсем, кĕпе-тумтир илме тăкакланать, – тенĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – бюджет, финанс, налук ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи Юрий Кислов ыр кăмăллăх марафонне хутшăнакансен йышĕ çулран-çул ÿссе пынине палăртнă, çак сăваплă ĕçе кăçал та республикăра пурăнакансем хастар хутшăнасса шаннине пĕлтернĕ.

Палăртма кăмăллă: марафон пухмачĕ çине укçа-тенкĕ куçма пуçланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code