Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мухтава тивĕç Карамаликовсем

Мухтава тивĕç Карамаликовсем

Районта пурăнакансене хăйĕн пархатарлă та сумлă ĕçĕпе Аслă Елчĕкре пурăнакан Светлана Карамаликова 25 çул савăнтарать кăна мар, мăнаçлантарать те. Çак çулсенче таврари миçе хĕр пĕрчине килĕшÿллĕн авкаланса хуçкаланма, хăйсене акăш евĕр туйса хитре ташлама вĕрентмен-ши вăл?

Районти, республикăри, унăн тулашĕнчи тĕрлĕрен конкурссенче Светлана Ильинична ертсе пынипе ташă ăстисем темиçе хутчен те çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Ыттисемпе пĕрлех Аслă Елчĕкри ташăçăсем те ăста хореограф тăрăшулăхне пула улăпла утăмсем тăваççĕ.

Нумаях пулмасть ялти культура çуртĕнче Светланăпа Николай Карамаликовсем районти «Хавхалану çăл куçĕсем» фестивале хутшăнса чаплă концерт йĕркелесе ирттерчĕç. Çакă чăннипех ял çыннисемшĕн тунсăхласа çитнĕ чун апачĕ пулчĕ темелле.

Концерт аслă ушкăнри «Шевлесен» çĕнĕ уяв ташшипе пуçланчĕ. Ытармалла мар пикесен хусканăвĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Д.Афанасьева, В.Васильева, С.Чернова ташланă «Анне» ташă вăхăтĕнче чылайăшĕн куççуль те тухрĕ. Ташăри юрă-кĕвĕ тыткăна илчĕ. Мĕн пĕчĕкрен сцена çинче ÿснĕ, кăçал шкултан вĕренсе тухакан В.Черновăпа А.Печкова хăйсен вĕрентекенне ташă илемне туйма вĕрентнĕшĕн тав тума та манмаççĕ.

Елчĕкри искусство шкулĕнчи О.Краснова патĕнче хушма пĕлÿ илекен Л.Мурзакаева, М.Питакова, К.Агеева юрăçăсем те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Д.Афанасьева, К.Петров, Д.Долгов сăвă каласа савăнтарчĕç.

Концерт программине Николай Петрович тата пуянлатрĕ, хавхалану кÿчĕ. Вăл флейтăпа «Пĕччен кĕтÿçĕ» кĕвĕ çеммине вылянине пурте ытарлăн йышăнчĕç.

М.ПЕЧКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code