Чăваш Енре пилотсăр аппаратсене хирĕç кĕрешекен «БАРС» (боевой армейский резерв страны) подразделени йĕркелĕç.
Çакна Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Генеральнăй штабĕн Тĕп йĕркелỹпе мобилизаци управленийĕн начальникĕн пĕрремĕш çумĕпе Сергей Побирохин генерал-лейтенантпа тĕл пулнă май палăртнă.
Калаçура регионта хăрушсăрлăх тытăмне йĕркелес ыйтăва тишкернĕ, Ку тĕлĕшпе БПЛАпа кĕрешекен уйрăм подразделени туса хурĕç.
«Паянхи лару-тăру пĕтĕм структурăран кал-кал тата оперативлă ĕçлеме ыйтать», -палăртнă Олег Николаев. Асăннă ыйтăва вăл хăй контрольлесе тăрассине пĕлтернĕ.
«БАРС» подразделени резервистсенчен чăмăртанĕ. Ун ретне тăрас пирки вырăнти çар комиссариачĕпе çыхăнмалла, РФ Оборона министерствипе контракт çырмалла. Вĕренỹ тытăмĕ: тактика, инженери, вут-çулăма хирĕç кĕрешмелли хатĕрленỹпе, радиоэлектронлă кĕрешỹпе çыхăну никĕсĕн пĕлĕвĕ. Резервистсене ятарлă çар операцийĕ пыракан территорисене ямаççĕ. Вĕсен служби Чăваш Республикинче иртет — ун пирки контрактра та палăртаççĕ.

