Тĕлĕнмелле улшăнчĕ пурăнăç. Хăвна кирлĕ кирек мĕнле япалана та унта-кунта кайса шыраса ăшталанасси çук — карас телефонĕпе шăнкăравла та калаçса татăлнă кун, пĕчĕк тавар-и е пысăк строительство материалĕ… кил умне килчĕ те.
Юлашки çулсенче халăх «Вайлдберриз» тата «Озон» суту-илỹ тытăмĕсене туртăнни уççăн палăрать. Ара, саккас панă тавар нумай кĕттермест, килĕшмесен ăна каялла та пама пултаратăн.
Кăçалхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче кĕпе çумалли машина пăсăлчĕ те юсавçă пулăшăвĕпе усă курас темерĕмĕр, «Озона» саккас патăмăр. Пĕр эрнерен илсе те килчĕç. «Ун пек-кун пек кăлтăк пулсан шăнкăравлăр, килсе илетпĕр», — терĕç. Пăхатпăр, чăн та, хыçалти, çỹлти кĕтессенчи болтсемпе çирĕплетсе хунă вырăн катăлса кайнă. Епле майпа аркатма пултарнă вĕсене? Икĕ эрнерен каялла илсе кайрĕç.
Хаклăрах хатĕр-хĕтĕр пахарах пулаканччĕ. Эпир те çав çул çине тăтăмăр. Йăлара усă курмалли 2-мĕш машина 20 кунтан, майăн 31-мĕшĕнче, «çитрĕ». Юриех водитель умĕнче курупкине уçрăмăр та çỹлти кĕтесĕ катăлнине асăрхарăмăр (шурă скотчпа йĕри-тавра çыпăçтарса хунă). «Кăна ỹкерттерсе ярăр та, сире 1200 тенкĕ тавăрса парĕç», — терĕ вăл ним пулман пекех.
Кунпа, тен, çырлахма та пулатчĕ-и? Автомашина тапранса кайсан тавара тĕплĕнрех «экспертиза» тума шутларăмăр. Хайхи, хыçалти панелĕ авăнса кĕнĕ! Калăн, ăна кувалдăпа çапнă. Ахăртнех 10-15 диаметрлă тимĕр пăрăх çине хытах ỹкернĕ. Кăлтăксене туххăмрах ỹкерсе ярса патăмăр.
Халĕ «ăнман» тавара пĕр эрнерен илсе кайма, укçа-тенке тавăрса пама шантарчĕç…
Озон — кислород атомĕсенчен тăракан сывлăхшăн усăллă газ. Ку тĕслĕхре, урăх пĕлтерĕшре пулсан та, вăл хăйĕн ятне тỹрре кăлараймарĕ.
Николай МАЛЫШКИН.

