
Самара хулинче футбол вăййине юратакан ачасен Атăл çи турнирĕ иртнĕ.
Республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче пирĕн ентешсем пурри хăйне кура мăнаçлăх. Елчĕкри «Интер» академи филиалĕн (тренерĕ — Владимир Шашков) футбол клубĕн членĕсем вĕсем: Кирилл Миллинпа Егор Кириллов. Самарăран ачасем «çĕнтерỹçĕ» ятпа килнĕ!
Мессисемпе Роналдосем çакăн пек турнирсенчен тухаççĕ те…

