Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăхран уйрăлмасть

Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăхран уйрăлмасть

Виçĕмкун, июнĕн 7-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин тÿрĕ эфирта 16-мĕш хут халăха пăшăрхантаракан ыйтусене хуравланă. Тăватă сехет çурă яхăн вăхăта тăсăлнă «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче вăл çичĕ теçетке ытла ыйтăва уçăмлатнă.

Çĕршыв шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăма Елчĕк районĕнче пурăнакансем мĕнле хакланине пĕлме те кăсăклă.

Хаклав

Алексей МАРТЫШКИН,
Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Владимир Путинăн тĕрлĕ сферăпа çыхăннă ыйтусем çине хуравлама тиврĕ — ĕç укçинчен, бензин хакĕнчен пуçласа ют çĕршывсемпе тытакан çыхăнусен çивĕчлĕхĕ таранах.

Статистика кăтартăвĕсем вара объективлă: çынсен пурнăç тăршшĕ, ĕç укçин калăпăшĕ ÿсет, çапла майпа пурнăç шайĕ те лайăх енне улшăнса пырать. Суту-илÿ балансĕ, ылтăн валютин резервĕ, машинăсен, ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ ÿссе пырать. Çакă тÿррĕнех экономика аталанăвĕ валли условисем лайăхланса пынине кăтартать.

Анатолий ПЕТРОВ,
хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи, Таяпа Энтри ялĕ:

— Тăван тавралăха япăх витĕм кÿрекен ыйтуран пăрăнса иртме çукки малтанах паллă пулчĕ. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра йăлара усă куракан хытă каяшсене вырнаçтарассин ыйтăвĕ питех те çивĕч. Владимир Путин федераци министерствисен шайĕнче те, регионсенче те ăна тирпейлес енĕпе çителĕксĕр ĕçленине пĕлет, çакна йышăнать те. Çавăнпа çывăх çулсенчех вĕсене тирпейлекен ятарлă заводсем, ют çĕршывсен тĕслĕхĕсемпе усă курса, туса лартасси пирки сăмах пуçарчĕ.

Николай БОГДАНОВ,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кивĕ Арланкасси ялĕ:

— Çĕршыв ертÿçи Донбасс çыннисем Раççей гражданлăхне илмелли йĕркене май пур таран çăмăллатма, ансатлатма пулнине палăртрĕ. Çакă çĕршыври демографи лару-тăрăвĕпе çыхăннă çивĕчлĕхе чакарма та пулăшмалла.

Пенси пирки те ыйту нумай пулчĕ. Владимир Владимирович пенси ыйтăвĕсен тĕлĕшпе асăрхануллă пуласси пирки чарăнса тăчĕ. Пенсионерсен тупăшне ÿстерессине тĕп тĕллевсен шутне кĕртнине те тĕрĕс йышăну тесе шутлатăп.

С.АНАТОЛЬЕВА ыйтса пĕлнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code