Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лаш Таяпа шкулĕ — конкурс çĕнтерÿçи

Лаш Таяпа шкулĕ — конкурс çĕнтерÿçи

Елчĕк районĕ «Ырă пăр» конкурсра çĕнтернĕ. Ăна Еленăпа Геннадий Тимченкăсен Ыр кăмăллăх фончĕн пулăшăвĕпе йĕркеленĕ.

Елчĕк райадминистрацийĕн сĕнĕвĕпе Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпа шкулĕ хоккей площадки тумалли проекта Раççей шайĕнчи конкурса тăратнă. Унта ялсенче хоккей вăййине аталантармаллине палăртнă. Проект «Пирĕн картишĕн программи» номинацире çĕнтернĕ. Асăннă объекта хута яма 1,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Лаш Таяпара пĕрремĕш ăмăрту раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче иртмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code