Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Театр çулталăкĕ

Театр çулталăкĕ

РФ Президенчĕн В.Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул Раççейре Театр çулталăкĕ пулĕ. Çавна май кĕçнерникун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çитес çул республикăра Театр çулталăкне ирттерес тĕлĕшпе мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре театр учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессипе, культура деятелĕсене патшалăх пулăшăвĕ парассипе, Чăваш Республикинчи культурăна аталантарнă çĕрте пысăк тÿпе хывнисене ĕмĕр тăршшĕпех уйăхри тÿлевсемпе тивĕçтерессипе, литературăпа искусствăри паллă деятельсене уйăхсерен патшалăх стипендийĕсем парассипе ĕçлессине палăртнă. Çитес çул Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен тата Чăваш патшалăх академи драма театрĕсен çурчĕсене юсаса çĕнетĕç. Çавăн пекех тĕрлĕрен пысăк курăмлă мероприятисем иртĕç, республикăри патшалăх театрĕсенче 200 ытла спектакль кăтартĕç. Уйрăмах куракансене йăлана кĕнĕ Пĕтĕм тĕнчери балет, М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера, халăх пултарулăх коллективĕсен республикăри «АВАНсцена» фестивалĕсем тыткăнлĕç тата ытти те. Театрсенче çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртĕç. Ачасем валли ятарлă проектсем хатĕрлĕç.

Пĕлсе тăма: хальхи вăхăтра Чăваш Енре 6 патшалăх театрĕ, 2 уйрăм театр /камерлă тата художествăлла/ ĕçлет.

Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх театрĕсенче 592 çын вăй хурать /вăл шутран 287 артист/. Вĕсенчен 131-шĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code