Ял хуçалăх организацийĕсенче вырма ĕçĕсем кунран-кун анлăланса пыраççĕ. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх ĕнерхи кун тĕлне уй-хирсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1735 гектар (7,4 процент) вырнă, 1518 гектарне (вырнин 87 процентне), пурĕ 65842 центнер çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 43,4 центнерпа танлашать.
Çанталăк условийĕ чăрмантармасан кăçал та ытти çулсенчи пекех пысăк тухăçлă тыр-пул алла илесси куç кĕрет. Хуçалăхсен хальхи вăхăтри вырмари ĕçне уйрăммăн хаклас пулсан, «Клевер», «Яманчурино» ООО, «Рассвет» ЯХПК тата «Прогресс» АХО ĕçе тухăçлă, кал-кал йĕркелесе пыракансен шутĕнче. Вĕсенче пĕтĕмпе йышăнакан лаптăкăн 43 — 16,9 процентне вырнă, ăна çийĕнчех çапса тĕшĕлеççĕ. «Рассвет» ЯХПКра 1 гектар пуçне хальлĕхе — 55, «Комбайн» ЯХПКра — 45,4 центнер тухăç пулнине шута илнĕ.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнипе пĕр вăхăтрах округри аграрисем пулас тухăç никĕсне хывса хăварасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне округĕпе илсен кĕр тыррисене акма 1130 гектар (25 процент) çĕр хатĕрленĕ. «Рассвет» ЯХПКра вара çак ĕçе пуринчен малтан вĕçленĕ, кунта чи кĕске вăхăтра 180 гектар лаптăкри çĕре акма хатĕрлесе çитернĕ. Ку ĕçе «АСК-Яльчики», «Энтепе» ОООсенче те вĕçлесе пыраççĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе те тивĕçлипе йĕркелесе пыраççĕ. Июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне илсен 5484 тонна (109 процент) утă, 43266 тонна (113 процент) сенаж хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ хывас ĕç малалла пырать.
Сăн ỹкерчĕкре: «Рассвет» хуçалăх уйĕнче ĕç вĕрет.

