Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк ялĕн уявĕ умĕн

Елчĕк ялĕн уявĕ умĕн

Ĕнер районти централизациленĕ клуб тытăмне тĕплĕ юсав хыççăн тата кĕске вăхăт хушшинчех капăрланнă культурăпа кану паркне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Елена Чернова хутшăнчĕç, «Культура» наци проектне тата ытти программăсене пурнăçа кĕртсе тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç.

Районти культура керменне юсама патшалăх 20 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çурт тăрринчен пуçласа урай таранах çĕнелнĕ, пукансене меллĕ вырнаçтарнă… Çак кунсенчех сцена костюмĕсем илсе килмелле.

Мероприятие Патреккелти халăх хорĕ, Елчĕкри искусство шкулĕн вĕренекенĕсем, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем илем кÿчĕç.

Культурăпа кану паркĕ хăй патне инçетренех кăчăк туртать. Кунта ача-пăчана кăна мар, çамрăксемпе аслă ăру çыннисене те культурăллă канма, тĕрлĕ спорт оборудованийĕсемпе ÿт-пĕве çирĕплетме, çуран чупма мĕнпур майсем çителĕклĕ. Сцена та шăпчăк саслă юрăçсемпе тыткăнларĕ. Çывхарса килекен Елчĕк ял уявне халалласа чăваш эстрада юрăçисем, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсем савăк юрăсем шăрантарчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code