Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă та хуçайман

Вăрçă та хуçайман

«Шухăшламан чух шухăшăм çук,
Шухăшласан пуçăм çаврăнать…»
Халăх юрринчен.

…Тăван Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, çĕр çинче пурăнакан этем телейĕшĕн пуçĕсене хунă çынсем нихăçан та пирĕн асăмран тухмаççĕ… Вĕсен юнĕсем ахальтен юхман. Паянхи ырă пурнăçшăн çамрăк, илемлĕ чунсем вăрçă хирĕнчен таврăнайман… Çакă вăл халăхăн ĕмĕрхи суранĕ тата унăн чĕре ыратăвĕ…

Вăрçă хирĕнче кăна мар, тылра та халăх Тăван çĕшывшăн йывăр вăхăтра ĕçре хуçăлнă. Вăрçă хирĕнче пуçне хунă мăшăрне кĕтсе илеймен салтак арăмĕн шăпи хурлăхлă. Паллах, кунта пирĕн асаннесемпе кукамайсен телейсĕр шăписем, кун-çулĕсем куç умне тухса тăраççĕ…

Хаяр вăрçă пуçлансан манăн кукамайăн Нина Тимофеевна Морозован мăшăрне те Тăван çĕршывшăн çапăçма илсе кайнă. Килте вара 7 ача – асли вуннăра, кĕçĕнни сăпкара тăрса юлнă.

– Кĕт мана, ачасене упра, эпĕ часах çĕнтерÿпе таврăнăп, – тенĕ Петр арăмне, пĕчĕк ачисене çупăрласа.

Анчах вăрçă вăраха тăсăлнă… Яла хурлăхлă хыпарсем те килме пуçланă – пĕрин мăшăрĕ, теприн ашшĕ, ывăлĕ тăшмана хирĕç çапăçса пуçĕсене хунă. Мĕскĕн хĕрарăмсем куççульпе татăлса йĕни пĕтĕм ял халăхне кулянтарнă.

Кашни кун кĕтсен те Нина аппан упăшки пĕр çыру çеç çырнă. Шанăçа çухатман-ха хĕрарăм, колхоз хирĕнче кунĕн-çĕрĕн вăй хунă, выçăллă-тутăллă ĕçлесе пуçа усман, хуйха ÿкнĕ пулсан та шăлне çыртса тÿснĕ. Пĕринче вăл мăшăрĕ Сталинград патĕнчи çапăçусенче вилни пирки пĕлтерекен хут илнĕ. Анчах та çак хыпара ĕненмен кукамай, ун чухне вăрçăра вилнĕ тенисем те çар госпиталĕсенчен сывалса таврăннă тĕслĕхсем пулнăран мăшăрне шав кĕтнĕ.

Вăрçă пĕтес умĕн вара унăн упăшкипе пĕрле çапăçнă юлташĕ ?Кĕçĕн Таяпа çынни/ Петр юлашки атакăра йывăр аманса паттăррăн вилнине, ăна тăванла масара пытарнине каласа панă. Çакăн хыççăн тин ачисем ашшĕсĕр тăлăха юлнине ĕненнĕ амăшĕ. Хĕрарăмăн е арçыннăн тесе тиркемен ĕçе салтак арăмĕсем: вăрман та каснă, сухапуç та тытнă. Çичĕ ачана ура çине тăратма пĕрре те çăмăл пулман. Манăн анне – Ольга Петровна Петрова çемьере чи асли пулнă май шкулта 4 класс вĕреннĕ хыççăн фермăна ĕçлеме кайнă – çамрăкскер алă вĕççĕн ир-каç 16 ĕне сунă…

Кукамай пурăннă чух яланах çапла калатчĕ:

– Хăрушă вăрçă манăн çамрăклăха пĕтерчĕ, савнă мăшăрсăр хăварчĕ, ачасем тăлăх ÿсрĕç. Чылай çыннăн шăпи çапла килсе тухрĕ. Урăх нихăçан та ан пултăрччĕ çĕр çинче вăрçă.

Валерий ТЕЛЕЙ.
Лаш Таяпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code