Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Акци старт илнĕ

Районта, мĕнпур Чăваш Енри пекех, «Пĕрремĕш пулăшу» пĕтĕм Раççейри акци пуçланнă.

Ăна, йăлана кĕнĕ тăрăх, сентябрĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун пĕрремĕш пулăшу парассин пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Çавăнпа та пĕрремĕш пулăшу парас йĕркене халăха ăнлантарасси тĕп тĕллев пулса тăрать.

Акци вăхăтĕнче шкулсенче, предприятисемпе организацисенче пĕрремĕш пулăшу памалли мелсене вĕрентсе сывлăх урокĕсем иртеççĕ.

Пухусене хутшăннă

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Яманчÿрел тата Лаш Таяпа ялĕсенче граждансен пухăвĕсем иртнĕ.

Халăхпа çак кун Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева, Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Марина Васильева курнăçнă.

Тĕл пулăва хутшăннисем Чăваш Енĕн 2020-2025 çулсене йышăннă экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явнă, тĕрлĕ ыйту тавра калаçнă.

Черетлĕ комплекс

Районта сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăлас тĕллевпе физкультурăпа спорт площадкисем йĕркелессипе курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Çурла уйăхĕнче хăш-пĕр ялсенче тренажер комплексĕсем уçăлни çинчен çырнăччĕ хаçатра. Иртнĕ кунсенче спортпа туслă Кĕçĕн Таяпасемшĕн те савăнăç пулнă: культура çурчĕпе юнашар «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» проектпа килĕшÿллĕн чаплă тренажер комплексне уçнă. Символла хăйăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Скворцов каснă.

Юлашки гектарсем

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кĕрхи культурăсене пысăк пахалăхпа акса хăварассишĕн хĕрÿ кĕрешĕве тухнă.

Хуçалăхра кĕрхи культурăсене 600 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Çĕр ĕçченĕсем хальхи вăхăтра юлашки гектарсем çинче тăрăшаççĕ. Кунта акакан агрегатсене Алексей Перцевпа Александр Мижеров механизаторсем пĕр тикĕс ĕçлеттереççĕ. Николай Головин, Гаврил Жирнов, Анатолий Хардов, Алексей Васильев водительсем вăрлăхпа минераллă удобрение вăхăтра кÿрсе килессишĕн яваплă. Анатолий Александров, Юрий Марков, Владимир Абрамов, Николай Плющев сеяльщиксем шаннă ĕçре тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ. Александр Сидоров механизатор акнă çĕре пусăрăнтарса пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code