Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пресс-центр пĕлтерет

Пресс-центр пĕлтерет

Елчĕк муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем кунран-кун вăй илсе пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне кĕр тыррисене 4107 гектар (79 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 3654 гектар (52 процент) минераллă удобренисемпе апатлантарнă.

16417 гектар (66 процент) кĕрхи çĕртме лаптăкне сỹреленĕ,1173 гектарне (5 процент) кăпкалатнă.

Пурĕ 1003 гектар (5 процент) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă. Çав шутран «Яманчурино» ОООра — 221 гектар (17 процент), «Комбайн» ЯХПКра — 125 (14), «Победа» ОООра — 103 (19), «Энтепе» ОООра — 100 (17), В.Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 100 (20), «Авангард» ОООра — 70 (9), «АСК-Яльчики» ОООра — 56 гектар (8 процент).

Пĕр çул ỹсекен курăксене 178 гектар (6 процент) акнă. Çав шутран Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 75 гектар (61 процент), «Энтепе» ОООра — 50 гектар (33 процент),»Победа» ОООра — 45 гектар (28 процент).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code