Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Савăнăç парнелерĕç

Савăнăç парнелерĕç

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи «Санти» лавкка тавралăха юртан тунă тĕрлĕ кĕлеткепе тата чăрăш хитрелĕхĕпе капăрлатать, халăха хăй патне аякранах йыхăрать.

Ăна тытса тăракан Александровсен çемйи ял халăхне декабрĕн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илме пуçтарчĕ. Илемлĕ кĕвĕ-çемĕ, тĕрлĕ тĕспе çунакан гирляндăсем хăйне евĕр асамлăх кĕртрĕç.

Халăха çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе чи малтанах Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев саламларĕ, район шайĕнче иртнĕ «Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ çул çутисем» конкурсĕнче «Санти» лавкка 2-мĕш вырăн йышăннине хыпарласа унăн хуçисене Тав çырăвĕпе чысларĕ. Салам сăмахĕсем çумне ялти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн ертÿçи Зинаида Портнова хутшăнчĕ. Тĕрлĕ уявсене ирттерме яланах хаваспа пулăшакан «Санти» лавккан хуçисене Александровсене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ каларĕ Зинаида Петровна, вĕсене ăнăçусемпе çитĕнÿсем, малалла та пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пыма сунчĕ. Республикăри Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Канашĕн президиумĕн членĕ Серафима Терентьева Александровсен çемйине организацин Тав çырăвĕпе тата парнепе чысларĕ.

Хĕл Мучи елкăна çутатнă хыççăн ватти-вĕтти ун тавра çаврăнса уяв юррисене шăрантарчĕ, ташларĕ. Лотерея вылявĕ те кăсăклă иртрĕ. Икĕ сысна çурине, автансене, кăвакала, тырă миххисене, тюкланă курăка тивĕçнисем уйрăмах кăмăллă пулчĕç.

Тÿпене тĕрлĕ тĕспе çĕкленнĕ фейерверк юмах тĕнчине лекме май пачĕ.

З.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code