Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хĕрÿ лини»

«Хĕрÿ лини»

«Чăваш Республикин гигиена тата эпидемиологи центрĕ» ФБУЗăн консультаци центрĕн тата пункчĕн специалисчĕсем январĕн 9-15-мĕшĕсенче çăмăл таксисен тата каршеринг пулăшăвĕпе çыхăннă ыйтусемпе граждансемпе «Хĕрÿ лини» йĕркелеççĕ.

Асăннă темăпа çыхăннă ыйтусем пулсан граждансем 56-46-66, 56-29-01 номерсемпе шăнкăравлама е Шупашкарта Федор Гладков урамĕнче вырнаçнă 17-мĕш çуртри 2-мĕш хутри 201, 202 пÿлĕмсенчи /8-11, 13-16 сехетсенче/ специалистсем патне çырăнма пултараççĕ.

Чăваш Республикин гигиена тата эпидемиологи центрĕ» ФБУЗăн Çĕнĕ Шупашкарти /8 /835/ 78-23-44/, Çĕмĕрлери /8 /835-36/ 2-99-18/, Çĕрпÿри /8 /835-45/ 2-11-21/, Вăрнарти /8 902 328 92 /68-92-63/ филиалĕсене те шăнкăравлама май пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code