Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уява анлăн паллă тăвăпăр

Уява анлăн паллă тăвăпăр

Аслă Çĕнтерÿ уявне çулсеренех хумханса тата савăнса кĕтсе илетпĕр, ăна тивĕçлипе йĕркелесе ирттерсе ярасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.

Халăх историйĕнчи чи хаяр, хăрушă вăрçă кĕрлевĕ шăпланнăранпа 73 çул çитнине халалланă мероприятисем районта май уйăхĕн 8-мĕшĕнче пуçланаççĕ — кашни ялтах палăксем умĕнче ветерансемпе тыл ĕçченĕсене чысласа митингсем тата концертсем пулĕç. Район центрĕнче çак кун каçхине 20 сехетре çамрăксен митингĕ иртĕ.

Майăн 9-мĕшĕнче 9 сехетре предприятисемпе организацисен коллективĕсем, уйрăм çынсем, хăнасем чи малтанах Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенче «хĕрÿ точкăсенче» пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕр-шывăн мирлĕ тÿпине хÿтĕлекен ентеш-летчиксене халалланă вертолет монумент умне пуçтарăнĕç. Вĕсем «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнса ветеран-фронтовиксен тата тыл ĕçченĕсен портречĕсене урамсем тăрăх йăтса утĕç. Унта районти ялсенчи кашни çын хутшăнма пултарать.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă театрализациленĕ представлени Тĕп лапамра 10 сехетре пуçланать, 11 сехетре уяв «Çĕнтерÿ юррисем» концертпа малалла тăсăлать. 11.30 сехетре тĕп стадионра Елчĕк районĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртекен футбол турнирĕн финалĕ иртет. Тĕп лапамра фронтовиксен çырăвĕсенчен хатĕрленĕ «Паллă тата паллă мар çырусем» куçса çÿрекен курав та ĕçлĕ, 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен Елчĕкри тĕп библиотекăра тата ялсенчи вулавăшсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçипе çыхăннă илемлĕ фильмсем кăтартĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code