Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ташăçăсем – уявăн кĕтнĕ хăнисем

Ташăçăсем – уявăн кĕтнĕ хăнисем

Нумаях пулмасть пĕтĕм тĕнчери ташă кунĕ иртрĕ.

Елчĕкри искусство шкулĕнче 20 çул ытла каялла «Вдохновение» ташă коллективĕ йĕркеленĕ. Унта ташă искусствине юратакан вун-вун ача çÿренĕ, çÿреççĕ те.

Çак тапхăрта ташă коллективĕнче паллă пулăмсем нумай пулчĕç: районти, республикăри, Пĕтĕм Раççейри конкурссенче пĕрре мар çĕнтертĕмĕр. Репертуара çĕнетсех пыратпăр. Коллективри пурнăç интереслĕ те пуян: тăтăшах уроксем, репетицисем, концертсем, конкурссем. Ташăçăсем районти кирек мĕнле уявра та кĕтнĕ хăнасем.

Апрель уйăхĕнче «Вдохновение» хореографи коллективĕ Шупашкарти республика шайĕнчи фестивальте хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. «Халăх ташши. Соло» номинацире Р.Тахиятуллина, «Халăх ташши. Ансамбль» номинацире «Вдохновение» ушкăн 2 степень лауреачĕсем пулса тăчĕç.

Районта çулсеренех ташлама юратакан ачасем валли тĕрлĕ фестиваль-конкурс йĕркелеççĕ. Акă, «Ташлакан марафон» конкурсра кăна кăçал 250 ытла шкул ачипе ача сачĕн воспитанникĕ хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. «Грация» фестивале хутшăнакансен йышĕ те ÿссех пырать.

С.КАРАМАЛИКОВА,
хореографи преподавателĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: «Вдохновение» ушкăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code