Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль

«Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль

Паян Шупашкарта пĕтĕм çĕршыври «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль пуçланнă. Вăл çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче вĕçленет.

Унта Чăваш Енри тата тулашри хăмла туса илекен хуçалăхсем, сăра пĕçерекен компанисен элчисем, туристсем, республика çыннисемпе унăн хăнисем хутшăнаççĕ. Кунта çĕршывра çитĕнтерекен хăмлана тата сăрана кăтартаççĕ, промышленность рецепчĕпе мар, сăрана хăйсен меслечĕпе хатĕрлекенсене те пулăшмалли программăсемпе паллаштараççĕ, ют çĕршывсенчен хăмла тата сăра тумалли оборудовани туянма пăрахса вĕсемпе çĕршыврах тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене «çавра сĕтел» хушшинче сỹтсе яваççĕ.

ЧР Правительстви республикăра «симĕс ылтăн» ытларах пухса кĕртме тĕллев лартни отрасль ветеранĕсене кăна мар, пĕтĕм ял-йыша савăнтарма тивĕçлĕ. Производствăна темиçе хут пысăклатсан çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе те тивĕçтерме пулĕ.

Сăмах май, çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра хăмла авăрне 121 гектар çинче, е 2021 çулхинчен 20,9 процент ытларах лаптăкра, шпагат карнă. ЧР Пуçлăхĕ ЧР Ял хуçалăх министерствине хăмла лаптăкне 1000 гектара çитерме хушнă. Хальлĕхе ăна Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕ, Чăваш патшалăх аграри университечĕ, «Агрохмель», «АгроРесурсы», «Выльский», «Ленинская искра», «Русхмель» хуçалăхсем çитĕнтереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code