Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Директор ячĕпе – асăну хăми

Директор ячĕпе – асăну хăми

Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă кун — апрелĕн 25-мĕшĕнче Елчĕк шкулне районти тата республикăран килнĕ хăнасем пуçтарăнчĕç. Сăлтавĕ те пĕлтерĕшлĕ — çак кун кунта шкулăн пĕрремĕш директорне Сосипатр Андреевич Зайцева асăнса шкул çурчĕ çине асăну хăми уçрĕç.

Асăннă мероприятие С.Зайцевăн тăванĕсем, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Сидоров тата ыттисем те хутшăнчĕç.

— Аваллăхсăр малашлăх çук тетпĕр. Хамăрăн историе асра тытасси, йăх-несĕлĕмĕрсене сума сăвасси — пирĕн тĕп тивĕçĕмĕр. Унăн пархатарлă ĕçне хакласа асăну хăми уçни шкулшăн анчах мар, пĕтĕм районшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм, — палăртрĕ Николай Петрович çак сăваплă ĕçе пурнăçлама хутшăннă кашни çыннах ырăпа асăннă май.

Асăну хăмине савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн Сосипатр Андреевичăн мăнукĕ Ардалион Теллин уява хутшăннисене Елчĕк шкулĕн директорĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки каласа кăтартрĕ. Пултаруллă ÿнерçĕ шкула асăнмалăх хăйĕн картинисене парнелерĕ. С.Зайцев 1891 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Тÿскелте çуралнă. Кĕçĕн Елчĕк ялĕнчи икĕ класлă училищĕре, Хусанти учительсен семинарийĕнче, Хусан университечĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ хыççăн тĕрлĕ шкулта учительте, инструкторта тăрăшнă. 1926-1937 çулсенче Елчĕк шкулĕнче физика учителĕ, директор пулнă. Вăл йĕркелесе пынипе районти шкулсенче пуçласа ачасене уйрăм кабинетсенче вĕрентессине ĕçе кĕртнĕ.1930 çулта Мускав хулинче квалификацине ÿстерекен курссенче пĕлÿ илнĕ. Çапах та 1937 çулта ăна тата унăн çемйине йывăр шăпа пырса тивнĕ, репрессилесе Карелине янă. Преступлени сăлтавĕ çуккине кура 1956 çулта тин унăн ĕçне чарса хунă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code