Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕвеллĕ çуркунне.  Ĕç çыннине чĕнет ĕçе!

Хĕвеллĕ çуркунне.  Ĕç çыннине чĕнет ĕçе!

Майăн 1-мĕшĕ — Çуркуннепе Ĕç уявĕн кунĕ çанталăк çуллахи пек уяр та ăшă пулни çынсен кăмăл-туйăмне çĕкленĕн, чун-чĕрине хăват панăн туйăнчĕ…

Чăннипех, çапла. Ирхинерен тытăнсах таврана ян! каякан хаваслă кĕвĕ-çемĕ чун-чĕрене тыткăнларĕ. Ялавсем, транспарантсем, чечексем тытнă ĕç çыннисем — тĕрлĕ предприятипе организацире вăй хуракансем, ял тăрăхĕсен коллективĕсем, вĕренекенсем палăртнă вăхăт тĕлне Тĕп лапам çывăхне пухăнчĕç.

Ĕçлекен çынна хисеплесси чăваш халăхĕн йăли-йĕркине кĕнĕ. Майăн 1-мĕшĕ вара — ĕç çыннине пĕрлештерекен уяв. Ăна паллă тума хутшăннă район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин уяв ячĕпе саламланă май шăпах çак шухăша палăртса каларĕç. Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев та мирлĕ ĕç вăйне шанма, ĕçе юратма халалласа хăварнă. Пĕр-пĕрне хисеплесси, ĕçе юратасси вара ăруран ăрăва куçса пырать. Çакна асра тытса Елчĕк районĕн ертÿлĕхĕ пархатарлă ĕçре тăрăшакансене чыслассине йăлана кĕртнĕ. Халĕ кашни çул çак кун Хисеп хăми çине тĕрлĕ сферăра малта пыракансен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтараççĕ. Хисеп хăмине кăçалхипе улттăмĕш хут çĕнетрĕç. Хальхинче те уявăн тĕп саманчĕ пулса тăчĕ вăл. Пирĕн район хăйĕн ĕçчен те пуçаруллă çыннисемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Унсăр пуçне, тăван тăрăхри халăхпа килĕштерсе пурăнма, ĕçе юратма, тавралăх илемне упрама чĕнсе калакан уява çамрăксем те, ачасем те хастар хутшăнни темрен паха. Аслашшĕ асламăшĕпе пĕрле уява тухнă ача-пăча хальлĕхе çак уяв историне, пĕлтерĕшне чухлаймасть пулин те, ăна ырă пуçарупа йĕркеленине ăнланаççех вĕсем. Ÿссе çитĕнсе пынă май паянхи пĕчĕкскерсем хăйсен юлташĕсене çак уява ертсе тухĕç.

Чун-чĕрене савăнăç парнелекен, ачаранах асăмăрти Çуркуннепе Ĕç уявĕ аслăрах ÿсĕмри çынсемшĕн уйрăмах хаклă. Майăн 1-мĕшĕ вĕсемшĕн тăванлăх уявĕ пекех туйăнать-çке. Демонстрацире ун чухне ахальтен мар купăс каласа ташланă, юрласа утнă. Уяв пĕлтерĕшĕ питех те пысăк — вăл çынсене пĕрлештерет, савăнăç парнелет, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать. Ĕç çынни телейлĕ пулни — пурнăçра чи кирли!

…Районти ялсенче те Çуркунне тата Ĕç уявне халалланă тĕрлĕрен мероприяти — концертсем, митингсем, куравсемпе тĕл пулусем — иртнĕ.

ХАКЛАВ

Сергей ДОЛГОВ, Елчĕкри вăтам шкулта технологи предметне ертсе пыракан:

— Вĕрентекен пулнăшăн, çак профессие суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Мĕншĕн тесен кашни кунхи пурнăçăм ачасем хушшинче иртет-çке. Вĕсен вĕренÿри çитĕнĕвĕсене курса савăнатăп, май пур таран пурне те пулăшма тăрăшатăп. Вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕн, шкул коллективĕн хисепне çĕнсе илни — сăн ÿкерчĕкĕме районти Хисеп хăми çине вырнаçтарни вара пысăк чыс маншăн. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре малашне те хамăн тивĕçе туллин пурнăçлама сăмах паратăп.

Ольга БОРИСЕНОК, хăна, Тула хули:

— Чăваш Енре, Елчĕк тăрăхĕнче пĕрремĕш хут анчах пулса куратăп пулин те, маншăн кунта пурте çывăх пек туйăнчĕ. Çутçанталăкĕ епле хитре, ытарайми пулăхлă уй-хирĕ, çыннисем те тĕлĕнмелле ĕçчен, тараватлă, ырă кăмăллă. Урамсем таса та тирпейлĕ пулни тĕлĕнтерчĕ. Тĕп лапамра пулса курни мĕне тăчĕ!

Елчĕкре Çуркуннепе Ĕç уявне паллă туни те питĕ килĕшрĕ. Чăваш юрри-кĕвви чун-чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ, наци çи-пуçĕ, чăваш тĕрри-эрешĕ тыткăнларĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code