Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç малалла пырать

Ĕç малалла пырать

Округри тĕп библиотека никĕсĕ çинче «Место силы» ятпа йĕркеленнĕ çула çитмен ачасемпе ĕçлекен центрта тăтăшах тĕрлĕрен тĕл пулусем иртеççĕ.

Çак центра çула çитмен çамрăксене пĕр чăмăра пĕрлештерес, куçа-куçăн тĕл пулса калаçма майсем туса парас тĕллевпе туса хунă. Чăннипе илсен те, хальхи вăхăтра çула çитмен çамрăксене пĕр-пĕрин хушшинче хутшăну çитмест. Кунти ăста психологсем шăпах вĕсене тĕл пулнă йывăрлăхсенчен тухма пулăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем е вĕрентекенсем хушшинче пулса иртекен лару-тăрури хутшăнусене йĕркелеме хутшăнаççĕ тата ыт.те. Çула çитмен çамрăксенчен кирек кам та пурнăçра тĕл пулакан кулленхи йывăрлăхра центр специалисчĕсенчен пулăшу ыйтма пултарать. Сире кунта яланах кăмăлтан кĕтсе илĕç, паллах, май пур таран пулăшĕç те.

Умра — çĕнĕ тĕл пулусем, хастар та мал ĕмĕтлĕ çынсемпе тĕл пулса калаçни, вĕсен сĕнĕвĕсене шута хуни ачасене хавхалантарасса, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшасса шанса тăратпăр.

Диана ВАСИЛЬЕВА,
тĕп библиотекăри право центрĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code