Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пурнăçри пысăк пуянлăх — сывлăх

Пурнăçри пысăк пуянлăх — сывлăх

«Сывлăх çул памасăр ăçта каян?» — тесе çырать юратнă чăваш халăх поэчĕ Митта Ваçлейĕ. Сывлăх пулсан çеç çын ĕçлесе савăнать, вĕренсе ăс пухать, малалла талпăнать. Сывлăхлă çынсем пур ĕçре те маттур, çитĕнỹсем туса çĕршыва аталантараççĕ, экономикăна усă кỹреççĕ. Ман шутпа, çĕр çинче яланах хăйĕн тивĕçне туйса пурăнакан çын çеç пуриншĕн те тăрăшать: сывлăхне те çирĕплетет, çуралнă вырăна та хисеплет, вăхăт çитсен Тăван Çĕршыва та сыхлама яланах хатĕр. Сывлăха упраса пурăнма çамрăк чухнех хăнăхса пырсан аван. Шел пулин те, хăш-пĕр чухне пурнăçра сиенлĕ йăласемпе туслашса сывлăха хавшатма пуçлани, йăнăш çул çине пырса тухни те пулма пултарать, кун пек чухне вăхăтра чарăнни кирлĕ. Условисем çителĕклĕ пулин те сывлăха упрас енĕпе сахал интересленсен çын хавшать. Пушă вăхăта уçă сывлăшра ирттермелле, физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла. Кунĕпе карас телефонĕнчен уйрăлманни сиен кỹрет. Кашни çын çамрăкранах хăй ăс-хакăлĕпе сывлăхне çирĕплетмесен пурнăçра тĕрлĕрен чир-чĕр те çыпăçасси паллă. Ун пек чухне: «Чавса çывăх та — çыртма çук», — тетпĕр. Эпир ăс-тăнпа та, ỹт-пỹпе те сывлăхлă, чунпа пуçаруллă пулсан çеç хамăрта малашне те çирĕп вăй-хал пуррине туйма тата ыранхи куна шанчăклăн пăхма пултаратпăр. Çĕршыв пуласлăхĕ — сывлăхлă, мал ĕмĕтлĕ çитĕнекен ăрура. «Сывлăха упрар, вăл — пирĕн пуянлăх», — тесе калас килет паянхи кун çамрăксене.

Валерий ТЕЛЕЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code