Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Юрист пулăшăвĕ

Кулленхи пурнăçра юристран пулăшу ыйтмалли те тупăнать.

Чăваш Республикинчи Юристсен ассоциацийĕ халăха тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Унта пысăк опытлă, анлă тавра курăмлă, ăста специалистсем вăй хураççĕ. Чăваш Республикинчи Юристсен ассоциацийĕн тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕн центрĕн специалисчĕсем граждансене Шупашкарти офисĕнче çеç мар, Çĕнĕ Шупашкар хулинче, Çĕмĕрле, Канаш, Патăрьел, Елчĕк тата ытти районта та йышăнаççĕ.

Техника паркне çĕнетĕç

РФ промышленность министрĕн Денис Мантуровăн пуçарăвĕпе Чăваш Ене 100 миллион тенкĕ пама йышăннă.

Ку укçа-тенке васкавлă медицина пулăшăвĕн машинисене туянса сиплев учрежденийĕсен техника паркне çĕнетме усă курĕç.

Мала тухнисене – грантсем

Чăваш Республикинче муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хăйтытăмлăх управленийĕсен органĕсен 2019 çулхи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Хула округĕсен хушшинче Шупашкар хули мала тухнă, 2 миллиона яхăн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Районсем хушшинче Шупашкар тата Вăрнар районĕсем малта, вĕсене те 1 миллион ытла тенкĕлĕх грантсемпе хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code