Ял çулĕсем хăтлăланса пырассинче те маларах асăннă программа пысăк пулăшу парать. Çĕнĕ Пăва-Аслă Шăхаль çулĕсене юсасси 21 243 100 тенкĕпе танлашĕ. Ĕçе пурнăçлакан подрядчик — «ДОРСТАР» ООО. Çуран çỹрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси те малти вырăнта пулĕ. Проектпа килĕшỹллĕн кунта тротуар пулĕ тата трассăна çутăпа тивĕçтерĕç.

