Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасемшĕн мар-шим?

Ачасемшĕн мар-шим?

Юлашки çулсенче округри кашни ялтах территорисене тирпейлес, хăтлăлатас, ача-пăча валли спортпа вăйă площадкисем йĕркелес тĕлĕшпе чылай ĕç тунă.

Елчĕкри тĕп лапампа юнашарти культурăпа кану паркĕ те халăхăн пушă вăхăтне усăллă ирттермелли вырăнсем пулса тăчĕç. Сывлăхна çирĕплетес тесен, ан ỹркен, çемçе кавирлĕ сукмакпа утса-чупса çаврăнма е тренажерсене алла илме пултаратăн. Çапах та пĕрисем туса панине теприсем темшĕн юрăхсăра кăлараççĕ. Унти спорт оборудованийĕсен гайки-болт таврашĕ кама кирлĕ-ши? Сценăна тапса çĕмĕрни, темĕн те пĕр çырни те питĕ пăшăрхантарать.

Киревсĕр ĕçсен «списокĕ» ытларах каçхине тăсăлать. Ачасем паркри часовня макечĕ, ярăнчăксен тăррисене хăпарса каяççĕ. Часавай çумĕнчи карета тăррине улăхасси те хăш-пĕр ачашăн Эвереста парăнтарниех пулĕ.

Ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсене контрольлемеллех. Каçхине ăçта тата мĕн тăваççĕ вĕсем?

Н.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code