Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кадетсен йышĕ ỹснĕ

Кадетсен йышĕ ỹснĕ

Ĕнер Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсене кадетсен йышне илнĕ.

Пирваях вĕсене Ленинград блокадин историйĕпе, ачасем чăтса ирттернĕ йывăрлăхсемпе паллаштарнă. 125 грамм çăкăр, 32 градус сивĕ, 144 пин литр донор юнĕ, тăшман хула çине пăрахнă 150 пин снаряд… Цифрăсем çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисене шухăшлаттарма кирлех.

Пиллĕкмĕшсене паллă пулăмпа округ пуçлăхĕ Леонард Левый, прокуратура ветеранĕ, юстицин аслă советникĕ Николай Муллин, район прокурорĕн пулăшуçи Дмитрий Остряков, ашшĕ-амăшĕн ячĕпе Марина Демьянова саламланă, тĕрлĕ вăрçăсенчи паттăрсен ячĕсене яланах асра тытма, вĕсенчен тĕслĕх илме ырă суннă.

Елчĕкри шкула 2017 çулта пĕтернисем Аслă Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне Николай Петров Раççей Геройĕн видео чĕнĕвне çырса илнĕ. «Ан манăр вăрçă çинчен» тенĕ вăл унта.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code