Агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче специалистсем çитменни вăрттăнлăх мар.
Çакна шута илсе ЧР Ял хуçалăх министерстви çумĕнчи вĕрентỹ центрĕнче çулсерен темиçе специальноçпа пĕлỹ илеççĕ. Тракториста тата çул-йĕр строительствин машинистне вĕренекен те сахал мар. Тĕслĕхрен, 2024 çулта ку профессие 1863 çын алла илнĕ. Вĕсенчен 1073-шĕ агропромышленность тытăмĕнче вăй хурать,18-шĕ — пылак çимĕç кăларакан фабрикăра.

