Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Атте лаша памарĕ, машин кỹлсе тухрăмăр

Атте лаша памарĕ, машин кỹлсе тухрăмăр

Нумай çул культура тытăмĕнче вăй хунă Валерий Изратов Çĕнĕ çул, Çĕнтерỹ уявĕсенче, ытти паллă кунсенче Елчĕкри хăй тытакан «Водолей» лавкка умне çын ăмсанмалла хитрелетме пултарнипе палăрса тăрать. Кăçалхи Çăварнине те асра юлмалла ирттернĕ. Ара, Çăварни эрнинче ĕлĕк-авалтан çамрăксем кăна мар, аслăрах çынсем те лаша кỹлсе катаччи чупнă! Анчах паян лаша ĕмĕрĕ иртсе кайрĕ, лашисем юлманран чикансем те çăмăл машина çине куçса ларчĕç. Валерий Изратов та Çăварни эрнинче çуна кỹлнĕ тройка лашана çунашкипе тата хуçипе пĕрле çăмăл машина çине вырнаçтарнă. Ырсамай хĕрарăмĕсем «çуна» çине вырнаçайманран вĕсене автомашина ăшне лартса Елчĕк тăрăх катаччи чуптарнă, кỹршĕ ялсене те çитнĕ. Хуçи каланă тăрăх, «лашисем» те ывăнман, сĕлĕ ыйтман, катаччи чупакансем вара кăмăллă юлнă.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code