Елчĕк ялĕнчи А.Игнатьев урамĕнчи Таябинка юхан шывĕн çыранне эрозирен упрас тĕллевпе строительство ĕçĕсем пуçланнă. Çырана ишĕлесрен хỹтĕлени çакă тата Çĕнтерĕве — 50 çул урамсенче пурăнакансен çурчĕсене тата хушма хуçалăхĕсене çурхи шыв-шур тапхăрĕнче шыв илесрен упрĕ. «АС 21» ООО организаци пурнăçлакан контракт ĕçĕн хакĕ — 1 945,5 пин тенкĕ.

