
Чăваш Тăрăмĕ ялĕнче пушара хирĕç 50 кубла метр калăпăшлă резервуар вырнаçтарас ĕçе вĕçленĕ. Ку проекта та «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçланă. Çĕнĕ объектăн хакĕ 550,5 пин тенкĕпе танлашнă. Халăх хăй пурăнакан территорине аталантармалли программăна хастар хутшăнни кирлĕ объектсене пурнăçа кĕртме пулăшсах пырать.

