Чăваш наци библиотекинче «Арча» проектăн пĕтĕмлетỹ тапхăрĕ иртнĕ.
Унта культурăпа ỹнер ĕçченĕсем, ал ăстисем, библиотекарьсемпе вулакансем хутшăннă. Палăртмалла: икĕ уйăхра регионти вулавăшсем 700 ытла мероприяти йĕркеленĕ. Пĕтĕмлетỹ тунă май библиотекăсен чи лайăх ĕçĕсемпе паллашнă. Ентешсем çавăн пекех чăваш тумтирне, эрешне, капăрлăхне ăсталакан Людмилăпа Николай Балтаевсемпе тĕл пулнă. Çак çемье чăваш халăхĕн культура еткерне упраса хăварас тата сарас ĕçе калама çук пысăк тỹпе хывать. Туслă мăшăр хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, çемьери йăла-йĕркепе паллаштарнă.

