Чăваш Енре август вĕçĕччен социаллă 3033 контракт тунă.
Ĕç шырамалли пулăшупа тата финанс тỹлевĕпе 1335 гражданин усă курнă. 350 пин тенкĕлĕх тỹлев илсе 1071 çын хăйĕн ĕçне пуçарнă. Ял хуçалăхĕнче хушма хуçалăх тытса пымалли 200 пин таран тенкĕлĕх тỹлеве 380 çын тивĕçнĕ. Социаллă контракт тунисен хушшинче СВО ветеранĕсем те пур — 16-н хăйсен ĕçĕсене пуçарнă. Тата вĕсен çемйисен 27 членĕ.

