Сусăрсем валли тĕрлĕ программа ĕçлет: «Чăваш Енри сусăрсен комплекслă реабилитацийĕ», «Атăл тăрăхĕнчи халăхсен историйĕпе культури», «Сывлăх — пирĕншĕн йăлтах!», «Пурнăç таппипе тан утма вĕренер», «Эпир — Тăван çĕршывăн патриочĕсем» тата «Юбилейлă пулăмсем» проектсем гранта тивĕçнĕ. ЧР Экономика аталанăвĕн министерствине тăратнă «Ăнăçу патне утăм, финанс, спорт тата аталану» проект пĕр миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ. Унпа килĕшỹллĕн организаци тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Чи пĕлтерĕшли — финанс хăрушсăрлăхĕ пирки ăнлантарса парасси. Паян ку ыйту çивĕч тăрать. Аслă ỹсĕмрисем телефон ултавçисен серепине час-часах çакланаççĕ, юлашки укçи-тенкине çухатаççĕ.
Палăртмалла: паян патшалăх 1-мĕш, 2-мĕш тата 3-мĕш ушкăнри инвалидсене телефонпа тивĕçтерет. Унта сусăрăн пурнăçне çăмăллатакан ятарлă приложени вырнаçтарма пулать.

