Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сусăрсене — тимлĕх

Сусăрсене — тимлĕх

Паян Чăваш Енре япăх е пач курман 3 пине яхăн çын пурăнать. Хăшĕ-пĕри чирне пула халăхпа хутшăнма, килĕнчен тухса çỹреме пăрахать. Тĕрĕссипе, сывлăх енчен хавшак çынсем ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ, ăс-хакăл, спорт, пултарулăх енчен аталанаççĕ, çĕнĕ пĕлỹ илеççĕ, предприятисенче ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра регионти куç курманнисен пĕрлешĕвĕ 2 пин ытла çынна пĕрлештерет. Округсенче 12 уйрăм йĕркеленĕ. Куç курманнисен регионти пĕрлешĕвĕн председателĕ — Эдуард Егоров. Эдуард Анатольевич çак ушкăнри çынсен нушине питĕ лайăх ăнланать. Хутсем тăрăх мар, хăй те куç курманнипе аптăрать. Çавна май сывлăх енчен хавшак çынсен пурнăçне лайăхлатас туйăм унра темиçе хут вăйлăрах тапса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code