Чăваш Енре сентябрĕн 14-мĕшĕччен «Лайăх тракторист» профилактика акцийĕ иртет.
Мероприятие ЧР Патшалăх техника надзорĕ Патшалăх автоинспекцийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Хальхинче ăна уй-хире пуçтарса тирпейлес кампание халалланă, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăтра çулсем çинче тата уй-хирте ял хуçалăх техники нумайланать. Тĕп тĕллев — тракторпа, комбайнпа тата ытти техникăпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх шайне ỹстересси. Çав вăхăтрах инспекторсем водительсем çул-йĕр правилине мĕнле пăхăннине тĕрĕслĕç. Пур енĕпе те тивĕçтерекен техникăна, акципе килĕшỹллĕн, хăрушсăрлăх паллиллĕ ятарлă наклейка парĕç.

