Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă чунлă, сăпайлă…

Ырă чунлă, сăпайлă…

Патреккел ялĕнче ырă кăмăллă, ĕçчен, тарават çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Елена Васильевна Быкова. Яланах лăпкă вăл, сăмаха шухăшласа тата васкамасăр калаçать, сăпайлă пулнипе палăрса тăрать.

Лена аппа çак ялтах 1947 çулта çут тĕнчене килнĕ. Шкула кайичченех ĕç çумне çыпăçнă ларма-тăма пĕлмен хĕр ача. Амăшĕ Саня аппа типтерлĕ пулма вĕрентнĕ ăна, çамрăкранах хуçалăх ĕçне тата алă ĕçĕ тума хăнăхтарнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăç тутине ытти ачасем пекех хĕр ача та çамрăкранах астивнĕ. Ашшĕсĕр ÿснĕ май амăшне хуçалăха пĕччен тытса пыма çăмăл маррине лайăх ăнланнă вăл. Çак сăлтавпах 15 çул тултарсан тăван хуçалăхри фермăна ĕçе вырнаçнă та, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен чунне парса вăй хунă унта. Кашни ĕçĕн хăйĕн кăткăслăхĕ. Чылай çул ĕнесене пăрулаттаракан витере тăрăшнă Е.Быкова тин çут тĕнчене килнĕ пăрусене пĕчĕк ача евĕр пăхнă. Ĕнесене йĕркеллĕ пăрулаттарас, пăрăвне аталанса вăй илме пулăшас тесе тепĕр чух çĕрле те килне таврăнмасăр ĕçленĕ самантсем пĕрре анчах мар пулнă. Ĕçне кура – хисепĕ. Пархатарлă ĕçшĕн сахал мар ырă сăмаха, Хисеп хутне, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ хĕрарăм.

Çитĕнсе пĕве кĕрсен Елена Васильевна пĕр ял каччипе Геннадий Евсеевич Быковпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Туслă çемьере 2 ывăл та 3 хĕр кун çути курнă. Хăйсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса Быковсем те тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕнтернĕ. Вĕсене тивĕçлĕ ÿстерсе вĕрентес, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларас тĕллевпе ырми-канми тăрăшнă ашшĕпе амăшĕ. Ачисем пурте тăван йăваран тухса кайса тĕрлĕ вырăнта тымар янă, хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ.

Лена аппа халĕ пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ Гена тете 12 çул каялла пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни пĕтĕм çемйишĕн пысăк хуйхă пулса тăнă, 60 çулта пулнă вăл. Çапах та йывăр хуйха ĕçпе пусарать хĕрарăм. 72 çулта пулсан та картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать, хушма хуçалăхри 30 сотăй çĕр çинче пахча çимĕç çитĕнтерет. Çу каçа пахчара тăрмашать хĕрарăм: хăяр-помидор йăранĕсем те, çĕр улми анисем те… – пурте тап-таса та типтерлĕ.

– Пахчара пĕр çум пулни те мана çĕр çывăрма памасть, – шÿтлерех çапла калать вăл.

Тарпа çитĕнтернĕ улма-çырла, пахча çимĕç ачисем валли те, сутса çемье кассине пуянлатма та çитет. Çав вăхăтрах хĕллене сахал мар варени-компот тăвать, хăяр-помидор тăварлать, салат хатĕрлет…

– Анне пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх, мăнаçлăх. Пĕр ĕçрен те ÿркенменскер, кунсерен кăштăртатаканскер хĕл кунĕсенче те картишне юртан тасатсах тăрать. Çĕрле çил-тăман алхаснă пулсан та ирпе 3 сехетрех ура çине тăрса хăш вăхăтра юра урама кăларса та хурать вăл – çав кун юр çуман та тейĕн. Тĕп ĕçсенчен пушансан çăм арлама ларать, е алсиш-нуски çыхать. Çав вăхăтрах пире тата мăнукĕсем валли алсиш-нуски çыхма та ĕлкĕрет, – савăнăçлăн хыпарлаççĕ ачисем амăшĕ пирки.

Чăн та, çакăн евĕр ĕçчен те пултаруллă çынсем çинче тытăнса тăрать вăл пурнăç. Амăшĕ, асламăшĕ, кукамăшĕ паян 5 ачипе, 15 мăнукĕпе тата 2 кĕçĕн мăнукĕпе чун-чĕререн савăнать. Ывăл-хĕрĕ май çитнĕ таран çуралнă кĕтесре пулса амăшне пулăшса тăраççĕ – тăван çурт ăшшине тивĕçлĕ тытса пынăшăн тав тăваççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елена Быкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code