Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эсĕ çырава хутшăннă-и?

Эсĕ çырава хутшăннă-и?

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн электронлă анкетисене кашни харпăр хăй тĕллĕн ноябрĕн 14-мĕшĕччен тултарма пултарать. Ун пирки Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Павел Смелов пĕлтернĕ.

Раççей статистики çырава патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче тăсма Раççей Федерацийĕн Правительствин пĕрремĕш çумĕ Андрей Белоусов патĕнче иртнĕ канашлура сĕннĕ.

Канашлăва хутшăннисем ăна ырланă. Пĕрремĕш вице-премьер онлайн çырав сывлăхшăн хăрушсăр тата питĕ меллĕ пулнине палăртнă. Андрей Белоусов Раççей статистикине тата Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствине çынсене патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче ноябрĕн 14-мĕшĕччен анкетăсене тултарма май туса пама хушнă.

Аса илтеретпĕр, маларах онлайн çырава ноябрĕн 8-мĕшĕнче вĕçлеме пăхнăччĕ. Ноябрĕн 14-мĕшĕччен çыравçăсем урлă кăна хăв çинчен пĕлтерме май пурччĕ.

Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн /ООН/ статистика пайĕ мĕнпур çĕршывсене дистанци мелне анлăрах сарма тата çынсене онлайн çырава хутшăнма хавхалантарма сĕнет.


Раççейре пурăнакансен 75 проценчĕ çырав кирлĕ, 64 проценчĕ унта хутшăнасси кашнин тивĕçĕ тесе шутлаççĕ. Октябрьте ФОМ; халăхран ыйтни çавна кăтартса панă. Çĕршывра пурăнакансенчен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пирки вĕсем мĕн шутланине ыйтса пĕлнĕ.

Ноябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне 120 миллион çын /çĕршывра пурăнакансен 85 проценчĕ/ çырава хутшăннă, вĕсенчен 23 миллионĕ патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă.

Хуравлакансен 58 проценчĕ «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне мĕн тĕллевпе ирттереççĕ;» ыйтăва халăх йышĕпе тытăмне, демографири улшăнусене пĕлме тенĕ. Ытти хуравсем: планлама, унта пуçтарнă кăтартусем тăрăх малашне йышăнусем тума, çĕршыври лару-тăрăва тĕпчеме, çынсен пурнăçне лайăхлатма тата ытти те.

Хурав паракансен 75 проценчĕ «çырава ирттермеллех» тесе шутлать. Ку вара ФОМ маларах ирттернĕ тĕпчевринчен нумайрах.

Çырава хутшăнни кашнин тивĕçĕ тенипе тĕрлĕ ăрури çынсем килĕшеççĕ, çав шутра 18-30 çултисем те.

Çырăнмалли мелсенчен анлăрах сарăлни /36 процент/ – çыравçăна килте кĕтни, 27 процент – интернет урлă çырăнни, 9 процент участоксене çитме палăртнă.18–30 çултисенчен 48 проценчĕ он-лайн çырава суйласа илнĕ, 31-45 çултисем – 39 процент.

Респондентсенчен 46 проценчĕ çырава дистанци мелĕпе ирттермелле тесе хуравланă, 32 проценчĕ пур майсемпе те усă курмалла, тенĕ /çав шутра он-лайн тата çыравçăсем ыйтни/.

Аса илтеретпĕр, дистанци мелĕпе çырăнмалли пĕр мел кăна – Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче. Унпа усă куракансем нумай: кашни кун 1-1,5 миллион çын, хăш-пĕр регионсенче пурăнакансен 10 проценчĕ пĕрремĕш эрнерех порталта çырăннă. Ку вара малтан палăртнинчен самай ытларах.

;ФОМнибус – 18 çултан аслăраххисенчен ыйтни. Унта Раççей Федерацийĕн 53 регионти 104 ялпа хулари 1500 çын хутшăннă. Face-to-face мелпе интервьюсем респондентсем пурăннă çĕрте иртнĕ. Статистика тĕлĕшĕнчен уйрăмлăх 3,6 процентран ытла мар.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн медиаофисĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code