Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ене» çырăнса ĕлкĕртĕн-и, вулаканăм?

«Елчĕк ене» çырăнса ĕлкĕртĕн-и, вулаканăм?

2026 çулхи иккĕмĕш çур çула хаçат çырăнтармалли кампани вĕçленсе пырать. Çавна май вулакансене тăван «Елчĕк ен» хаçата 6 уйăхшăн çырăнса юлма ыйтатпăр. Округ хаçатне альтернативлă майпа — редакцирен, НФЦран, автовокзал территорийĕнчи Анатолий Краснов предпринимателĕн, Надежда Герасимован «Для Вас» лавккисенче илсе тăрас тесен 450 тенкĕпе çырăнма май пур. Почта урлă 6 уйăха çырăнса ĕлкĕреймерĕр пулсан, почтальонпа тĕл пулса 5 уйăха çырăнсамăр.

— Чун апачĕ — хаçат — кашни çыннăн сĕтелĕ çинче çăкăрпа тăвар пекех кирлĕ. Мĕнле-ха унсăрăн чăваш çемйинче? «Елчĕк ене» ачаранах юратса вулатăп. Пĕр çул та çырăнмасăр юлман. Вăл маншăн çывăх тус пекех, ун урлă эпир округри, республикăри пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пирки пĕлсе тăратпăр. Хăшĕсем хыпарсене интернетра тупатпăр теççĕ те, мана социаллă тетĕл шанăç кỹмест, кирлĕ мар страницăсене кĕрсе каясран шикленетĕп. Хаçата алла илсен чунра ăшă пулса каять. Халăха пĕрлештерекен тĕп хатĕрсенчен пĕри вăл. Саламсенчен пуçлатăп та кашни страницине пĕр сиктерми вуласа тухатăп. Уйрăмах калавсем, усăллă канашсем, СВО салтакĕсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ пирки çырнă статьясем килĕшеççĕ. Шăпасемпе паллашнă май куççульленетĕп те, амăшĕсен туйăмне чĕре çывăхне илетĕп, — тет Елчĕк ялĕнче пурăнакан Галина Шляпина. — Альтернативлă майпа çырăннă май Егор мăнукăмпа нумай функциллĕ центра иксĕмĕр кĕрсе илетпĕр «Елчĕк ене». Пĕрле кайман вăхăтсенче вăл тỹрех: «Хаçат кĕрсе илтĕн-и, асанне?» — тет.

Тусăмăрсем, тăван хаçатпа яланах пĕрле пулар!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code