Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Алă тупанĕ çинчи чĕре»

«Алă тупанĕ çинчи чĕре»

Раççейри инвалидсен кунĕ — календарьте палăртнă кун анчах мар, вăл сывлăх тĕлĕшĕнчи хевтесĕр çынсем кулленхи пурнăçра мĕн чухлĕ йывăрлăхпа тĕл пулнине аса илтерсе вĕсене май пур таран пулăшу аллине тăсса пама чĕнсе калани те.

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ пулнине асра тытса тĕп библиотека ĕçченĕсем Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 4 «б» класра вĕренекенсемпе инвалидсене хăйсен аллисемпе открыткăсем ăсталаса парнелес тĕллеве асра тытса «Алă тупанĕ çинчи чĕре» мастер-класс йĕркелерĕç. Çак тĕл пулуран вĕренекенсем хăйсем те кăмăллă юлни вĕсен хĕвел пек çиçекен пит-куçĕсенчен курăнчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çак открыткăсене сывлăх тĕлĕшĕпе хавшак çынсене савăнтарас, ĕмĕтпе малалла пурăнма хавхалантарас тĕллевпе хăйсен пĕтĕм чун-чĕрин ăшшине парса ăсталанă-çке.

Светлана САЙКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code