Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Халăх мăнаçлăхĕ

Халăх мăнаçлăхĕ

Тĕрĕ — чăваш халăхĕн наци мăнаçлăхĕ. Çакна тĕпе хурса тата Чăваш тĕррин кунне халалласа Çирĕклĕ Шăхальти аслă ăрури граждансене тата инвалидсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăм ĕçченĕсем уяв йĕркеленĕ. Кашни кунах ватăсене хавхалантарас, вĕсен ватлăхри пурнăçне ăшăлăхпа çутăлăх кĕртес тĕллеве мала хурса ĕçлеççĕ социаллă ĕçченсем.

— Кинемисемпе мучисем кил, çемье ăшшине туйччăр, çамрăклăхне аса илччĕр. Кăмăлĕ савăк пулсан ырри çинчен шухăшлать этем, вăхăтлăха пулсан та ватлăхри чир-чĕрĕ пирки манать, — палăртать стационар уйрăмĕн ертỹçи Антонина Осипова.

Вырăнти «Ахах» ансамбль уява хутшăннисене çак кун чăваш юрри-ташшипе савăнтарнă. Кунтах чăваш тумĕпе капăрлăхĕн куравĕ ĕçленĕ.

Сăмах май, Антонина Осипова хăй те ансамбльте юрлать. Юрă-ташăра пултаруллă пулнипе пĕрлех сăвă калама та маçтăр ертỹçĕ. Антонина Чăваш халăх поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Пĕтĕм Раççей шайĕнче «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» ятпа йĕркеленĕ иккĕмĕш конкурса хутшăнма та мехел çитернĕ. Раççейри 9 регион представителĕ хушшинче А.Осипова Çеçпĕл Мишшин «Хурçă шанчăк» сăввине чăвашла илемлĕ вуласа II степень диплома çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code